Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Ноябрӗн , 11:42

Уфа команди Пӗтӗм Раҫҫейри "Наставничествӑн чи лайӑх практикисем" конкурс финалӗнче тухса калать

#наци проекчĕ

"Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче иртекен мероприяти декабрӗн 7-мӗшӗнче Мускавра пулать.
Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Мурат Керефов "Наставничествӑн чи лайӑх практикисем" конкурса хутшӑнакансен шучӗ ҫулсерен ӳссе пынине палӑртнӑ.
- Кӑҫал заявкӑсен шучӗ пӗлтӗрхинчен 2,5 хут нумайрах. Конкурс тӗллевӗ - Раҫҫей предприятийӗсен чаплӑ наставникӗсене тупса хавхалантарасси, - тенӗ вӑл.
Конкурса пурӗ ҫӗршывӑн 68 регионӗнчен 785 заявка панӑ. Финалта 136 компани ҫӗнтерӳҫӗ, ҫав шутра "Уфари приборсем тӑвакан производство пӗрлешӗвӗ" АО команди те хутшӑнать. Пушкӑртстанри экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министрӗ Рустам Муратов каланӑ тӑрӑх, УППО команди финала тухас тесе витӗмлӗ ӗҫ тунӑ.
- Наставничество вăл - пӗлӳ пани кӑна мар, хаклӑхсене йӗркелени те, хӑнӑхусене аталантарни те, пулӑшу та, - палӑртнă министр.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительствин пресс-служби.

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2023-11-15/komanda-iz-ufy-vystupit-v-finale-vserossiyskogo-etapa-konkursa-luchshie-praktiki-nastavnichestva-3521431

Уфа команди Пӗтӗм Раҫҫейри "Наставничествӑн чи лайӑх практикисем" конкурс финалӗнче тухса калать
Уфа команди Пӗтӗм Раҫҫейри "Наставничествӑн чи лайӑх практикисем" конкурс финалӗнче тухса калать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас в