Çутă çул
+22 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
24 Ноябрӗн 2023, 07:09

Кармаскалăри çăкăр пĕçерекен комбината нацпроекта пула юсаса ҫӗнетнӗ

#наци проекчĕ

Кармаскалăри çăкăр пĕçерекен комбината нацпроекта пула юсаса ҫӗнетнӗКармаскалăри çăкăр пĕçерекен комбината нацпроекта пула юсаса ҫӗнетнӗ
Кармаскалăри çăкăр пĕçерекен комбината нацпроекта пула юсаса ҫӗнетнӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Кармаскалă районӗнчи Прибельский ялта çăкăр пĕçерекен комбинатра юсав ӗҫӗсем вӗҫленнĕ.
Кармаскалăри ҫӑкӑр пĕçерекен комбината "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарулӑхне пулӑшни" наци проектне пула анлӑн юсаса ҫӗнетме май пулнă.

Наци проектне пула предприяти виҫӗ миллион тенкӗ чухлӗ ҫӑмӑллӑхлӑ заем илнӗ. Çӑкӑр пĕçерекен комбината ҫӗнетме укҫа-тенкӗн пӗр пайне комбинат бюджетӗнчен уйӑрнă. Ҫӗнетнӗ пӳлӗмсенче пӗрремӗш парти ҫӑкӑра пĕçерсе кӑларнӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫывӑх вӑхӑтра кунта унӑн пӗҫермелли калӑпӑшне ӳстерме палӑртаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Кармаскалă ҫӑкӑрне республикӑра пурӑнакансем нумай туянаççĕ тата Кармаскалă районӗн бренд продукцийӗ шутланать.

Ҫӑлкуҫĕ: Пушкӑрт Республикинчи Кармаскалă муниципалитет районӗн администрацийӗ.
https://karmaskaly-nov.ru/articles/natsproekty/2023-11-23/karmaskalinskiy-hlebokombinat-provel-rekonstruktsiyu-blagodarya-natsproektu-3533825

 

Кармаскалăри çăкăр пĕçерекен комбината нацпроекта пула юсаса ҫӗнетнӗ
Кармаскалăри çăкăр пĕçерекен комбината нацпроекта пула юсаса ҫӗнетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас