

#наци проекчĕ
Зианчура районĕнчи Абзаново ялӗнче "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалăх программӑпа туса лартнӑ тепӗр ҫурта хута янӑ. Пушкӑрт Ялхуҫалӑх министерствин информацийӗ тӑрӑх, уҫҫине Ильнара Поспелова участокри терапевта панӑ. Мӑшӑрӗпе Максимпа пӗрле вӑл виҫӗ ача пӑхса ӳстерет.
90 тӑваткал метр лаптӑклӑ ҫурта социаллӑ тара илессин договорӗ тӑрӑх пама палӑртнӑ. Ӗҫ договорӗ тӑрӑх пилӗк ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫав ӗҫ паракантанах тара илекен ҫын аренда илнӗ ҫурт-йӗре харпӑрлӑха тӳлесе илме пултарать, хакӗ строительствӑн 10% ытла мар, 10 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн — 1% ытла мар хакпа.
2023 ҫулта "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалӑх программи шайӗнче республикӑри районӗсене тара илмелли договор тӑрӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗре пурнӑҫлама 57,1 млн тенкӗ уйӑрнӑ, вӗсенчен 55,9 млн — федераци укҫи-тенки. Ҫакӑ 10 ҫемьене пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма тата 1000 ытла ҫурт-йӗр тума май парать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.