

#наци проекчĕ
Ҫав шутра Пушкӑртри медработниксем те компенсаци илӗҫ.
Раҫҫей правительстви ялти медицина ӗҫченӗсене пулӑшма хушма укҫа-тенкӗ ярса парать.
16 регион, çав шутра Пушкӑртстан та, ялти медицина персоналне компенсацилеме хушма укҫа-тенкӗ илӗ. Ҫак тӗллевсем валли 245 млн ытла тенкӗ уйӑрмалли распоряженине премьер-министр алӑ пуснӑ.
Компенсаци тӳлевӗсене "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн "Земский доктор" тата "Земский фельдшер" программӑсем тӑрӑх параҫҫӗ, ӑнлантарнă федерацин министрсен кабинечĕн пресс-службинче.
Аса илтеретпӗр, врачсем 1 млн тенкӗ, фельдшерсем, акушеркӑсем тата медсестрасем – 500 пин тенкӗ илме пултараҫҫӗ. Халӑх пурӑнакан вырӑнсем аякри тата йывӑр территорисенче пулсан, компенсацисем 1,5 млн тата 750 пин тенкӗ таран ӳсеҫҫӗ.
Пурӗ 2023 ҫулта федераци бюджетӗнче "Земский доктор" тата "Земский фельдшер" программӑсен шайӗнче медработниксене тӳлеме 6 миллиарда яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.