Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
5 Декабрӗн 2023, 06:17

Пушкӑртстан "Раҫҫей шывӗ" акцин Топ-5 регион шутне кӗнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан "Раҫҫей шывӗ" акцин Топ-5 регион шутне кӗнӗПушкӑртстан "Раҫҫей шывӗ" акцин Топ-5 регион шутне кӗнӗ
Пушкӑртстан "Раҫҫей шывӗ" акцин Топ-5 регион шутне кӗнӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан "Раҫҫей шывӗ" шыв объекчӗсен ҫыранӗсене ҫӳп-ҫапран тасатас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри волонтер акцийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх чи лайӑх пилӗк регион шутне кӗнӗ, - пӗлтернӗ ПР Экологи министерствин пресс-службинче.
Пысӑк акци результачӗсене Мускавра "Россия" Пӗтӗм тӗнчери форум-куравра пӗлтернӗ.
2023 ҫул "Раҫҫей шывӗ" акцишӗн — юбилей ҫулӗ. Акӑ ӗнтӗ вунă ҫул Раҫҫей ҫыннисем шывсен ҫыранӗсене тасарах тума тӑрӑшаҫҫӗ.
"Раҫҫей шывӗ" акцие ирттернӗ хушӑра субботниксене 9,5 млн волонтер хутшӑннӑ. Вӗсем шыв хӗрринчен 11 млн михӗ ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑ.
Кӑҫал акцие 1, 577 млн волонтер хутшӑннӑ. Вӗсем ҫыран хӗрринчи 38 459 ҫухрӑма тасатнӑ та 146,6 пин кубометр ҫӳп-ҫап турттарса тухнӑ.
Пушкӑртстан темиҫе ҫул ӗнтӗ "Экологи" нацпроектӑн "Уйрӑм шыв объекчӗсене упраса хӑварасси" федераци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлакан Раҫҫейри "Раҫҫей шывӗ " акцие хастар хутшӑнать.

Акци мероприятийӗсене ҫулсерен апрель уйӑхӗнчен пуҫласа октябрь уйӑхӗччен пӗтӗм регион территорийӗпе ирттереҫҫӗ, - пӗлтернӗ Пушкӑрт Экологи министерствинче.
2023 ҫулта ҫырансене тасатмалли мероприятисем 1400 ытла объектра иртнӗ. Унта 72 пин ҫынна яхӑн хутшӑннӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Экологи министерствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-04/bashkiriya-voshla-v-top-5-regionov-aktsii-voda-rossii-3551109

 

Пушкӑртстан "Раҫҫей шывӗ" акцин Топ-5 регион шутне кӗнӗ
Пушкӑртстан "Раҫҫей шывӗ" акцин Топ-5 регион шутне кӗнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас