

#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗ шайӗнче Благовещенск — Павловка çулăн тата 1,3 километрне юсанӑ. Кун пирки ПР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ.
Благовещенск районӗнчи Новонадеждино ялӗнчен инҫех те мар подрядчиксем ҫул витӗмне ҫӗнетнӗ, ҫул хӗррисене ҫирӗплетнӗ, горизонтальлĕ разметка, ҫав шутра термопластикӑн тӗнӗлне илсе килнӗ. Ҫул-йӗр ӗҫӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 19 млн тенкӗрен иртнӗ.
2023 ҫулта Благовещенск — Павловка çулăн пурӗ 7,3 километр тӑршшӗ виҫӗ участокне юсанӑ.
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проектне "РФ аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи тапхӑрти наци тӗллевӗсемпе стратегилле задачисем çинчен" Президент указĕн положенипе Раҫҫей транспорт министерстви туса хатӗрленӗ. Наци проекчӗн масштабӗ пӗтӗм ҫӗршыва ҫавӑрса илет, унта Раҫҫейӗн 84 субъекчӗ хутшӑнать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-08/v-bashkirii-otremontirovali-esche-1-3-km-trassy-blagoveschensk-pavlovka-3556805