Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
11 Декабрӗн 2023, 05:43

Пушкӑртстанра пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна срокчен маларах вӗҫленӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна срокчен маларах вӗҫленӗПушкӑртстанра пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна срокчен маларах вӗҫленӗ
Пушкӑртстанра пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна срокчен маларах вӗҫленӗ

 

#наци проекчĕ

Республика граждансене 2019-2024 ҫулсенче пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫарас енӗпе тӑвакан адреслӑ программӑна срокчен маларах пурнӑҫланӑ. Вӑл "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫланать, унпа килӗшӳллӗн Раҫҫей регионӗсем 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пурăнма юрăхсăр тесе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ пулӑшу илнӗ. Кун пирки Пушкӑрт Строительство министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Граждансене пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен куҫарасси — ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри. Пушкӑртстан программӑна срокран маларах, 2023 ҫул вӗҫлениччен пурнӑҫлама сӑмах панӑ та ӑна пурнӑҫланӑ. Программӑна пурнӑҫлассине Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тӗрӗслесе тӑнӑ.

ПР строительствӑпа архитектура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владислав Сидоркин каланӑ тӑрӑх, программа шайӗнче 60,9 пин тăв.м пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен çынсене урăх кил-çурта куçарнă. Нумай хваттерлӗ пурăнма юрăхсăр 210 ҫуртран 4,8 пин граждана куҫарнӑ. Пӗтӗмпе республика территорийӗнче "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче, ҫав шутра регион укҫи-тенки шучӗпе 105,2 пин тăв.м пурӑнма юрӑхсӑр пурӑнмалли ҫурт-йӗртен куçарнă, 8,4 пин ҫын ҫӗнӗ хваттер илнӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан строительствӑпа архитектура министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-07/v-bashkirii-dosrochno-zavershili-programmu-pereseleniya-iz-avariynogo-zhilya-3556219

 

 

Пушкӑртстанра пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна срокчен маларах вӗҫленӗ
Пушкӑртстанра пурăнма юрăхсăр ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна срокчен маларах вӗҫленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас