Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
12 Декабрӗн 2023, 07:12

Уфара тата 51 "ӑслă" светофор вырнаҫтарнӑ

#наци проекчĕ

Уфара тата 51 "ӑслă" светофор вырнаҫтарнӑУфара тата 51 "ӑслă" светофор вырнаҫтарнӑ
Уфара тата 51 "ӑслă" светофор вырнаҫтарнӑ

#наци проекчĕ

Уфара "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗ шайӗнче тата 51 "ӑслӑ" светофор объекчӗ транспорт юхӑмӗн интенсивлӑхӗн 134 детекторне вырнаҫтарнӑ. Регион Çул-йĕр министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Пушкӑрт тӗп хулинче 101 "ӑслă" урам тӑваткалӗ шутланать.

Ӗҫсене "Интеллектуаллӑ транспорт системисем" ӗҫе кӗртнӗ май туса пыраҫҫӗ. Оборудовани адаптивлӑ управлени режимӗсемпе усӑ курма тата хула урамӗсенче светофорсен симӗс тата хӗрлӗ сигналӗсен вӑрӑмӑшне йӗркелеме май парать. Специалистсем 2023 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗччен светофорсен ӗҫне тӳрлетӳсем кӗртме палӑртаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ "интеллектуаллă" урам тăваткалĕсем урамсене тухнă, вӗсем Уфаран тухассине тивӗҫтереҫҫӗ. "Интеллектлӑ транспорт системисене» ӗҫе кӗртнине пула асӑннӑ урамсен юхăмĕн пултарулӑхӗ 20% ӳсӗ тесе палӑртнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Çул-йĕр министерствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-07/v-ufe-ustanovili-esche-51-umnyy-svetofor-3555811

 

Уфара тата 51 "ӑслă" светофор вырнаҫтарнӑ
Уфара тата 51 "ӑслă" светофор вырнаҫтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас