Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
14 Декабрӗн 2023, 06:20

Ҫул ҫӳрӗр, вара эсир телейлӗ пулатӑр!

#наци проекчĕ

Ҫул ҫӳрӗр, вара эсир телейлӗ пулатӑр!Ҫул ҫӳрӗр, вара эсир телейлӗ пулатӑр!
Ҫул ҫӳрӗр, вара эсир телейлӗ пулатӑр!


#наци проекчĕ
Владимир Путин Президент хушнипе тунӑ "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗ ҫакӑн валли нумай майсем уҫать.
Пушкӑртстанри шкул ачисем уйрӑм туристсен 46 маршручӗпе тӳлевсӗр ҫӳреҫҫӗ. Ун пек турсем "Туризм тата тараватлӑх индустрийĕ" наци проекчӗпе йӗркеленеҫҫӗ.
Пушкӑрт Республикинче "Шкул туризмӗ" программӑна пурнӑҫланӑ май регион туроператорӗсем 5-9-мĕш классенче вӗренекенсем валли ятарлӑ 46 турист маршручĕ хатӗрленӗ. Вӗсем ачасене хӑйсен регион историйӗпе йӑли-йӗркине лайӑхрах пӗлме пулӑшаҫҫӗ.
Проекта пула кӑҫал федераци бюджетӗнчен региона 188,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Регион бюджетӗнчен проект валли укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 75,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Шкул ачисен хушшинче Уфан астăвăм тата культура объекчӗсем тӑрӑх экскурсисем уйрӑмах палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шкул ачисем республикӑри ытти маршрутсем тӑрӑх та ҫӳреҫҫӗ.
Икӗ кун хушши турсен программине ухӑпа перекен мастер-класс, юланутпа ҫӳресси, укҫа чеканки, наци инструменчӗсемпе вылякан мастер-класс кӗреҫҫӗ. Ачасене уйрӑмах хӑйсене фильм тума вӗрентни килĕшет.

https://kiziltan.ru/articles/nacproekty/2023-12-13/s-yah-t-itegez-b-hetle-bulyrsyz-3563642

https://svetput.ru/articles/turizm/2023-12-14/puteshestvuyte-i-vy-budete-schastlivy-3565000

 

 

Ҫул ҫӳрӗр, вара эсир телейлӗ пулатӑр!
Ҫул ҫӳрӗр, вара эсир телейлӗ пулатӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас