

#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинчи вăрман хуçалăхĕсен ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ҫул йывӑҫӗсем хатӗрлеме тытӑннӑ.
Республикӑри вӑрман ӑстисен 50 пин лӑсӑллӑ йывӑҫ - чӑрӑш, хыр, пихта хатӗрлемелле. Ҫӗнӗ ҫул йывӑҫӗсене хатӗрлени регион вӑрманӗсене сиен кӳмест. Касассине планлӑ ӗҫсене тунӑ чухне пурнӑҫлаҫҫӗ. Республикăри Вăрман хуçалахĕн министерстви ҫак ӗҫе, ҫав шутра "Экологи" наци проекчӗн "Вӑрмансене упрасси" регионти проекта пурнӑҫлас тӗллевпе ирттерет.
Паянхи куна республикӑри вӑрман ӑстисем 22 пин лӑсӑллӑ йывӑҫ каснă. Вӑрман пикисене республикӑри лесхозсенче, ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ елка пасарӗсенче туянма пулать.
Пушкӑртстан Республикинчи Вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви.