

#наци проекчĕ
Декабрӗн 15-мӗшӗнче, Пишпÿлек районӗнчи Дюсян ялӗнче тахҫантанпах кӗтнӗ событи - ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫнă. Модульлӗ ҫурта "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регионти программине пурнӑҫланине пула туса лартнӑ.
Ял ҫыннисемпе паллӑ пулӑма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, Пишпÿлек районӗн тӗп больницин тӗп врачӗ Марат Абдуллин, Биккул ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Ришат Ахметшин пайланӑ, вӗсем ял ҫыннисене ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫнӑ ятпа саламланӑ. Ялта пурӑнакансем территорине тасатма, туса лартма хатӗрлес енӗпе нумай субботниксене хутшӑннӑ, кашни тапхăрта паянхи кунчченех пулӑшнӑ. Дюсянсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшччӑр, чи малтан профилактика тӗллевӗпе ҫӗнӗ ФАПа килччӗр.
Хӗрлӗ лентӑна касса татнӑ хыҫҫӑн хӑнасем ҫӗнӗ ФАП кабинечӗсене пӑхса тухнă.
Фельдшерпа акушер пунктне стандартсемпе килӗшӳллӗн пуянлатнӑ. Мӗн кирлине пурне те фельдшер кабинетне, смотровой, процедура кабинетне, пациентсем валли кӗтмелли вырӑн, санузел туса хатӗрленӗ. Халӑха кашни кунхи тата васкавлӑ пулӑшу парас тӗллевпе пур условисем те йӗркеленӗ.
Дюсянта ФАП пулнӑ, анчах фельдшер Велэра Гареева йышӑнмалли условисем питĕ начар пулнă.
— Кун пек условисенче ӗҫлесси - телей, - палӑртнă Велэра Рамилевна, ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗн кабинечӗсемпе паллаштарса.
Медицинăпа санитари пулӑшӑвне кунта 238 ҫын, вӗсенчен 28 ача илĕ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.