Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
19 Декабрӗн 2023, 06:10

Пушкӑртри Иглин районӗнчи Сим шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Иглин районӗнчи Сим шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗПушкӑртри Иглин районӗнчи Сим шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ
Пушкӑртри Иглин районӗнчи Сим шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ

#наци проекчĕ

Подрядчик Иглин районĕнчи Сим шывӗ урлӑ хывнӑ пысӑк кӗпере юсаса пӗтернӗ. Объект "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроектӑн переченьне лекнӗ. Ку вӑл кӑҫал нацпроект шайӗнче юсанӑ иккӗмӗш кӗпер. Унӑн тӑршшӗ — 217 метр.

Кӗпер Улу-Теляк чугун ҫул станцине "Урал" М-5 федераци трассипе ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Халӗ кӗпер ҫинче тимӗр-бетон конструкцисене пӗтӗмпех юсанӑ, ҫул ҫинчи сийсене ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ карлӑксемпе барьерсене юсанӑ.

Кӑҫал "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект тӑрӑх Пушкӑртстанра регионсемпе муниципалитетсем хушшинчи 802 погонлӑ метр тӑршшӗ ултӑ кӗпере юсанӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Çул-йĕр министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-12/v-bashkirii-zavershyon-remont-mosta-cherez-reku-sim-v-iglinskom-rayone-3563022

 

Пушкӑртри Иглин районӗнчи Сим шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ
Пушкӑртри Иглин районӗнчи Сим шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас