Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
21 Декабрӗн 2023, 06:00

Пушкӑртра "Вечный зов" ӳкернӗ тайгари яла интернет кӗртнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра "Вечный зов" ӳкернӗ тайгари яла интернет кӗртнӗПушкӑртра "Вечный зов" ӳкернӗ тайгари яла интернет кӗртнӗ
Пушкӑртра "Вечный зов" ӳкернӗ тайгари яла интернет кӗртнӗ


#наци проекчĕ
Кӑҫал интернет Пушкӑртри 100-тен пуҫласа 500 ҫын таран пурăнакан 237 поселока хутшӑннӑ. Ҫак хальхи ҫыхӑнӑва вырӑнти 60 пин ытла ҫынна тивӗҫтернӗ. Ку переченьре Белорецк районӗнчи Отнурок ялӗ пек паллӑ туризм локацийӗ те пулнӑ.

Мобильлĕ интернет хӑвӑртлӑхӗ Абзелил, Альшей, Аскин, Баймак, Балтач, Пелепей, Белокатай, Белорецк, Благовар, Благовещенск, Буздяк, Бурай, Бурзян, Давлекан, Дуван, Ермекей, Зианчура, Зилаир, Иглин, Ишимбай, Калтасă, Караидель, Краснокама, Куюргазă, Мечетлĕ, Мишкин, Мияки, Нуриман, Стерлибаш, Стерлитамак, Татышлă, Туймазă, Учалă, Хайбулла, Шаран, Янаул, Федоровка, Чишма, Дюртюли, Пишпÿлек, Киги, Архангельск, Гафури, Чекмагуш районӗсенче ÿснĕ. Пахалӑхлӑ ҫыхӑнупа тата интернетпа 170 ҫынран сахалрах халӑх пурăнакан Караидель районӗнчи Круш ялĕ пек пысӑках мар ялсем те, ҫыхӑннӑ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров кӑҫал кӑна интернет республикӑри 242 поселокра пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Тепӗр ҫул тата халӑх пурӑнакан 50 вырӑна мобиллĕ çыхăнупа ҫыхӑнтарма палӑртнӑ. Федераци программи 2030 ҫулччен ӗҫлӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-20/v-bashkirii-proveli-internet-v-tayozhnuyu-derevnyu-gde-snimalsya-vechnyy-zov-3575632

 

Пушкӑртра "Вечный зов" ӳкернӗ тайгари яла интернет кӗртнӗ
Пушкӑртра "Вечный зов" ӳкернӗ тайгари яла интернет кӗртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас