Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
4 Кӑрлач 2024, 05:33

Раҫҫей ҫыннисем обществăшăн чи усӑллӑ нацпроектсене каланă

#наци проекчĕ

Раҫҫей ҫыннисем  обществăшăн чи усӑллӑ нацпроектсене каланăРаҫҫей ҫыннисем  обществăшăн чи усӑллӑ нацпроектсене каланă
Раҫҫей ҫыннисем обществăшăн чи усӑллӑ нацпроектсене каланă

#наци проекчĕ
2018 ҫулта Раҫҫейре наци проекчӗсене хута янă. Пилӗк ҫултан ВЦИОМ Раҫҫей ҫыннисем вӗсене пурнӑҫлани ҫинчен ыйтăм ирттернӗ.
Ҫавна пула ҫынсем чи паллакан пилӗк наци проекчĕ шутне "Демографи" (77%), "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвӗн пулӑшӑвӗ" (76%), "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" (74%), "Сывлӑх сыхлавӗ" (73%), "Вӗренӳ" (72%) наци проекчĕсем кӗнӗ.
Обществӑшӑн усӑллӑраххисем тесе "Сывлӑх сыхлавӗ" (31%), "Хӑрушсăр пахалӑхлӑ ҫулсем" (29%), "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" (19%) наци проекчĕсене йышӑннӑ.
Малалла тӑсмалли чи кирлӗ наци проекчӗсен шутне ҫаксем кӗнĕ: "Сывлӑх сыхлавӗ", "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем", "Экологи" (98% шер), "Вӗренӳ" (97%), "Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ", "Транспорт инфратытӑмне çӗнетесси", "Наукӑпа университетсем" (94% шер).
Пурӗ темиҫе енӗпе 14 наци проекчӗ пурнӑҫланать: экономика ӳсӗмӗ, этем капиталӗ, хӑтлӑ хутлӑх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Википедия.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-27/rossiyane-nazvali-samye-poleznye-dlya-obschestva-natsproekty-3583877

 

 

 

 

Раҫҫей ҫыннисем  обществăшăн чи усӑллӑ нацпроектсене каланă
Раҫҫей ҫыннисем обществăшăн чи усӑллӑ нацпроектсене каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас