#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра юлашки ҫулсенче 683 объект улшӑннӑ. Ҫаксене пурне те Раҫҫей Президенчӗн йышӑнӑвӗпе пурнӑҫлакан "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проектне пула тума май килнӗ.
Ҫапла, республикӑн тӗп хулинче – Уфара - "Кашкадан" культура тата кану паркне, Нефтекамскри Социалистическая урамран пуҫласа Строительная урамӗ таран Юбилейная аллея, Стерлитамакри Стерля шывӗ хӗррине хӑтлӑлатнӑ. Ку хӑтлӑх кӗртнӗ территорисен пысӑк списокӗн пӗр пайӗ ҫеҫ.
2024 ҫулта пӗтӗм республикипе 123 объекта хӑтлӑх кӗртме палӑртаҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2023-12-26/za-7-let-v-bashkirii-po-natsproektu-blagoustroeno-683-ob-ekta-gorodskoy-sredy-3583142