#наци проекчĕ
Пушкӑртстанра пластик бутылкӑсенчен чӑрӑш лартнă. Республикӑри Çутҫанталӑкпа усӑ курас тата экологи министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, "Экологи" нацпроект шайӗнче туса хатӗрленӗ Туймазăри каяшсенчен тунă ҫӗнӗ ҫул арт-объекчӗ планетӑшӑн тӑрӑшнин символӗ пулса тӑнӑ.
Уяв символӗн авторӗсем елка валли материалсене тӗплӗн тасатнӑ, ҫуркунне ӑна сӳтсе пуҫтарӗҫ, бутылкисене тирпейлеме ярĕç.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑртстан Республикинчи ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата экологи министерствин телеграм-каналĕ.