Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
10 Кӑрлач 2024, 05:21

Пушкӑртстан ялĕсенчен пӗринче пӗрремӗш фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан ялĕсенчен пӗринче пӗрремӗш фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнăПушкӑртстан ялĕсенчен пӗринче пӗрремӗш фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă
Пушкӑртстан ялĕсенчен пӗринче пӗрремӗш фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă

 

#наци проекчĕ

Пушкӑрстанри Абзелил районӗнчи Якты-Куль ялӗнче  модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ, унӑн специалисчӗсем пысӑк пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ.

Республика управленийӗн центрӗнче Ильдар Нафиков муниципалитет пуҫлӑхӗ пĕлтернине тĕпе хурса, ҫакӑн пек учреждени кунта пӗрремӗш хут уçнă.

Палӑртнӑ тӑрӑх, "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн "Медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ памалли тытӑма аталантарасси" регионти проект тӑрӑх ФАП хальхи вӑхӑтри требованисене тата кирлӗ оборудованипе комплектланисене пурне те хуравлать.

"Халӗ ял ҫыннисем кунта халӑх пурӑнакан вырӑнтан тухмасӑрах медицинăпа санитари пулӑшӑвне илме пултараҫҫӗ", — тесе ҫырнӑ Ильдар Нафиков соцсетьсенче.

Маларах Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко Пушкӑрт сывлӑх сыхлавӗн модернизацийӗн хӑвӑртлӑхне пысӑка хурса хакланӑ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-01-07/v-odnoy-iz-dereven-bashkirii-otkrylsya-pervyy-feldshersko-akusherskiy-punkt-3593699

 

 

Пушкӑртстан ялĕсенчен пӗринче пӗрремӗш фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă
Пушкӑртстан ялĕсенчен пӗринче пӗрремӗш фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас