Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
11 Кӑрлач 2024, 07:04

Пушкӑртра нацпроект ветеринари лабораторийӗсене ҫӗнетме субсидисен калӑпӑшне икĕ хут ӳстерме пулӑшнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра нацпроект ветеринари лабораторийӗсене ҫӗнетме субсидисен калӑпӑшне икĕ хут ӳстерме пулӑшнăПушкӑртра нацпроект ветеринари лабораторийӗсене ҫӗнетме субсидисен калӑпӑшне икĕ хут ӳстерме пулӑшнă
Пушкӑртра нацпроект ветеринари лабораторийӗсене ҫӗнетме субсидисен калӑпӑшне икĕ хут ӳстерме пулӑшнă


#наци проекчĕ
2023 ҫулта Пушкӑртстан Республикинче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗн шайӗнче виҫӗ ветеринари лабораторине аккредитаци илме тӑкаксен пӗр пайне тивӗҫтернӗ.
ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, субсидисен пӗтӗмӗшле сумми 11 млн 450 пин тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ 2022 ҫулхинчен икӗ хут пысӑкрах.
ПР Правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов республикӑри ветеринари лабораторийӗсем патшалӑх пулӑшнипе ҫурт-йӗрсене тӗпрен юсани, лабораторисем хушшинчи уйрӑм тӗрӗслевсем ирттерни, сотрудниксене вӗрентни тата ҫӗнӗ оборудовани туянни ҫинчен каласа панă.
Ильшат Фазрахманов предприятисене чи ҫӳллӗ стандартсем пе сертификаци ирттермелли предприятисене оперативлӑ пулӑшу пама лабораторисене хастар ҫӗнетнине палӑртнӑ. Вӑл республикӑра патшалӑх пулӑшӑвне пула виҫӗ ҫул хушшинче тата тӑхӑр объекта ҫӗнетессине тата нумай предприятисем валли майсем анлӑланасса шанать.

Сăнӳкерчӗкӗ: agriculture.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-01-10/v-bashkirii-natsproekt-pomog-v-2-raza-uvelichit-ob-em-subsidiy-na-modernizatsiyu-veterinarnyh-laboratoriy-3597702

 

Пушкӑртра нацпроект ветеринари лабораторийӗсене ҫӗнетме субсидисен калӑпӑшне икĕ хут ӳстерме пулӑшнă
Пушкӑртра нацпроект ветеринари лабораторийӗсене ҫӗнетме субсидисен калӑпӑшне икĕ хут ӳстерме пулӑшнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас