#наци проекчĕ
Уфана Тухӑҫран тухнӑ чухне хунарсем ҫутнă, пӗлтернӗ хӑйӗн телеграм-каналӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Ҫутатнӑ участокӑн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 14 километр.
Ĕçсем "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайĕнче пынă. Подрядчик пӗтӗмӗшле 787 мачта вырнаҫтарнӑ, халӗ иртсе ҫӳрекен пая хамăр çĕршывра кăларнă диод ламписем ҫутатаҫҫӗ. Вӗсем энергоэффективлӑ, вӗсен эксплуатаци срокӗ ытларах. Ҫавна май пулӑшу тӑкакӗсем чакаҫҫӗ. Тоннель ӑшӗнче ҫутӑ хӑй тӗллӗнех йӗркеленсе пырӗ.
"Пӗтӗмӗшпе илсен, тухӑҫри ӗҫ вӗҫленсе пырать. Ӑна пирӗн 2024 ҫулхи пӗрремӗш кварталта хута ямалла. Халӗ кунта пӗтӗмпе илсен, 1,8 пин специалист тата 134 единица техника ӗҫлет, — палӑртнă Радий Хабиров.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн телеграм-каналӗ.