Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
16 Кӑрлач 2024, 06:30

Регионти лизинг компанийӗ 2023 ҫулта 384 млн тенкӗлӗх 60 проекта финансланӑ

#наци проекчĕ

Регионти лизинг компанийӗ 2023 ҫулта 384 млн тенкӗлӗх 60 проекта финансланӑРегионти лизинг компанийӗ 2023 ҫулта 384 млн тенкӗлӗх 60 проекта финансланӑ
Регионти лизинг компанийӗ 2023 ҫулта 384 млн тенкӗлӗх 60 проекта финансланӑ

#наци проекчĕ

2023 ҫулта Регионти лизинг компанийӗ Пушкӑртстанри предпринимательсен 60 проектне пурнӑҫлама пӗтӗмӗшле 384 млн тенкӗлĕх финансланӑ, ҫакӑ 2022 ҫулхи кӑтартуран 2,1 хут пысӑкрах.

Лизинг пулӑшӑвне "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗн шайӗнче панӑ.

2023 ҫулта компани ирӗк паракан пулӑшу ӗҫӗсен географине анлӑлатнă: республикӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ предпринимателĕсене, Зауральене, монохуласене, "Алга" уйрӑм экономика зонин резиденчӗсене пӗтӗмӗшле 118,9 млн тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ уйӑрнă.

Лизинг компанийӗ патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти институчӗсемпе хутшӑнса ӗҫлет. Сӑмахран, 2023 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫне аталантармалли фондпа килӗшӳ тунӑ, ҫакӑ республикӑна федераци укҫи-тенкине 10,2 млн тенкӗ явӑҫтарма май панӑ. Пушкӑрт Республикин Гаранти фончӗпе малтанхи килӗшӳсем тунӑ.

Аса илтеретпӗр, ҫӑмӑллӑхлӑ лизингпа Регион субъекчӗсен пӗрлехи реестрне кӗрекен пӗчӗк, вӑтам предпринимательсем тата регионти уйрӑм предпринимательсем, 12 уйӑх ытла ӗҫлекенсем усӑ курма пултараҫҫӗ.

https://mgazeta.com/news/natsproekty/2024-01-12/regionalnaya-lizingovaya-kompaniya-profinansirovala-v-2023-godu-60-proektov-na-384-mln-rubley-3599895

 

 

Регионти лизинг компанийӗ 2023 ҫулта 384 млн тенкӗлӗх 60 проекта финансланӑ
Регионти лизинг компанийӗ 2023 ҫулта 384 млн тенкӗлӗх 60 проекта финансланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас