#наци проекчĕ
"Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама Пушкӑртстанра чикӗ леш енне агропромышленноҫ комплексӗн продукцине сутассине ӳстерес енӗпе "АПК продукцийӗн экспорчӗ" регион проекчӗ пурнӑҫланать.
2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанри пыл экспорчӗн калӑпӑшӗ иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, 2,5 хут ӳснӗ.
- Экспорта 2023 ҫулта тӗнчери ҫичӗ ҫӗршыва 111 тонна ытла пыл янӑ. Пӗлтӗр поставкӑсен географине Беларуç, Казахстан, Серби, Узбекистан тата ытти патшалӑхсем кӗнĕ, — пӗлтернӗ Пушкӑртстан Республикин правительствин Премьер-министрӗн ҫумӗ — ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.
Пушкӑртстан Республики Раҫҫей Федерацийӗнче тавар пылӗ туса кӑларас енӗпе малта пырать, Пушкӑртстан пылĕ Раҫҫей Федерацийӗн тӳпинче 10,5 процент яхӑнпа танлашать. Федерацин Атӑлҫи округӗн пӗтӗм регионӗпе Раҫҫей тавар пылӗн 34 проценчӗпе танлашать. 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанра тавар пылӗ туса кӑларнин калӑпӑшӗ 6 пин тонна чухлӗ пулнă.
Пушкӑртстан Республикин Ял хуҫалӑх министерстви.