Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
18 Кӑрлач 2024, 07:25

Пушкӑртра ФАПсемпе поликлиникӑсене ҫӗнетмелли программа калӑпӑшне ҫирӗплетнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра ФАПсемпе поликлиникӑсене ҫӗнетмелли программа калӑпӑшне ҫирӗплетнӗПушкӑртра ФАПсемпе поликлиникӑсене ҫӗнетмелли программа калӑпӑшне ҫирӗплетнӗ
Пушкӑртра ФАПсемпе поликлиникӑсене ҫӗнетмелли программа калӑпӑшне ҫирӗплетнӗ

#наци проекчĕ
Пушкӑрт правительствин постановленийӗпе сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне регионти модернизаци программине укҫа-тенкӗ уйӑрмалли калӑпӑшне ҫирӗплетнӗ.
Документпа килӗшӳллӗн 2024 ҫулта ҫак тӗллевсем валли 3,14 миллиард тенкӗ уйӑраççĕ, вӗсенчен 2,36 миллиард федераци бюджетӗнчен тата 503,57 млн — республика бюджетӗнчен.
2025 ҫулта программа мероприятийӗсене 5,23 миллиард тенкӗ яма палӑртнӑ: 3,53 млрд федераци хысни, 1,43 млрд — регион. Пушкӑртра программӑна пурнӑҫланине федераци Сывлăх сыхлав министерствинче пысӑк хак панӑ. Проект шайӗнче республикӑра 13 тӗп объект тунӑ. 2025 ҫул вӗҫлениччен тата 11 поликлиника тума палӑртнӑ. Тӗп юсава пуçламăш сыпăкăн 64 регион объекчӗсенче ирттернӗ, 280 фельдшерпа акушер пункчӗсемпе врач амбулаторийӗсем уҫнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-01-15/v-bashkirii-utverdili-ob-yom-programmy-modernizatsii-fapov-i-poliklinik-3603722

 

Пушкӑртра ФАПсемпе поликлиникӑсене ҫӗнетмелли программа калӑпӑшне ҫирӗплетнӗ
Пушкӑртра ФАПсемпе поликлиникӑсене ҫӗнетмелли программа калӑпӑшне ҫирӗплетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас