#наци проекчĕ
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен компанисем "Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проектне хутшӑнакансем маларах хатӗрленмелли корпоративлӑ центр туса хурасси ҫинчен заявка пама пултараҫҫӗ (КЦОП), - пӗлтернӗ Пушкӑрт правительствин пресс-службинче.
Конкурс суйлавӗ Раҫҫей Экономика аталанӑвӗн министерствипе пӗрле Навыксемпе профессисене аталантармалли агентство ирттерет.
Агентство эксперчӗсем ҫур ҫул хушшинче конкурс суйлавӗн ҫӗнтерӳҫи-предприятисенче ӗҫлӗҫ. Компанисем ыйтнипе профессисен корпоративлӑ стандарчӗсене туса хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗсен аудитне ирттереҫҫӗ, сотрудниксен квалификацине ӳстермелли программа йӗркелеҫҫӗ. Кирлӗ компетенцисене пурне те предприятин рабочисен ушкӑнне параҫҫӗ, вӑл ҫак ӗҫе кирек мӗнле кадр енӗпе те хӑй тӗллӗн тума пултарать.
Суйлава хутшӑнас тесен 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗчен сайтра заявка памалла.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт правительствин пресс-служби.