#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Республикинчи Абзелил районӗнчи Аскарти тӗп больницӑна икӗ ҫӗнӗ кольпоскоп килнӗ.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регион программине пурнӑҫланипе май килнӗ. Оборудованипе ҫур ҫул хушшинче 60 ытла тӗрӗслев ирттернӗ.
Кольпоскопине халь хӗрарӑмсен консультацийӗнче те, стационарӑн гинекологи уйрӑмӗнче те курма пулать. Асӑннӑ тӗрӗслеве 30 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсене пурне те кӑтартнӑ, матка мӑйӗн патологийӗсене тата онкологи процесне аталантарнин паллисене тупса палӑртма. Хӗрарӑм сывлӑхӗ питӗ кирлӗ, пулас ӑру сывлӑхӗ шӑпах унран килет вӗт. Ӑна упраса хӑвармалли тӗп меслет — чирсем сиксе тухассине е вӗсен диагностики малтанхи тапхӑрта пулнине асӑрхаттарни.
Фото: ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.