#наци проекчĕ
Раҫҫейре Пӗтӗм Раҫҫейри "Çулталăкри ҫамрӑк промышленник-2024" III премине хутшӑнма заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫак проекта Пушкӑрт предприятисен ӗҫченӗсем те — "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн 40 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк ҫынсем — харпӑрҫӑсем, директорсем, аталанакан промышленноҫ предприятийӗсен тӗп инженерӗсем, вӑтам тата пӗчӗк бизнес предприятийӗсен харпӑрҫисем, тӗп инженерсем — преми пухӑвне кӗме пултараҫҫӗ. Экспертсем малашлӑхлă тесе йышӑннă проектсене пурнăçлакан ҫынсем наградӑсем илӗҫ.
Премие хутшӑнас тесен анкетӑна 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен сайтра проекта презентациленипе тултармалла, пӗлтернӗ ПР Экономика аталанӑвӗн тата инвестици политикин министерствинче.
Кӑҫалхи июль уйӑхӗнче Екатеринбургри «Иннопром» Пӗтӗм тӗнчери промышленноҫ выставкинче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.