Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
24 Кӑрлач 2024, 06:30

Пушкӑртра ҫулталӑк хушшинче 100 пин ытла шӑтӑка сапланă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра ҫулталӑк хушшинче 100 пин ытла шӑтӑка сапланăПушкӑртра ҫулталӑк хушшинче 100 пин ытла шӑтӑка сапланă
Пушкӑртра ҫулталӑк хушшинче 100 пин ытла шӑтӑка сапланă

#наци проекчĕ

Ҫак шӑтӑксене пӗлтӗр регионсемпе муниципалитетсем хушшинчи ҫулсем ҫинче сапланă. ПР правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗсене "Çул-йӗр инфратытӑмӗнче тӗрӗслевпе планламалли тытӑм" ятарлӑ программӑпа тивӗҫтернĕ. Унпа шӑтӑка оцифровка тума усӑ кураççĕ.

ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Александр Клебанов ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа ҫул ҫинче 118 пин ытла дефекта проектласа, тишкерсе тухни ҫинчен каласа панă. Министр ҫапла ӑнлантарнă: хӗлле ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне витӗм кӳрекен авариллӗ шӑтӑксене çеç саплаççĕ, ҫулла та, кӗркунне те лакӑмсене питӗреҫҫӗ, шӑтӑксене вӗсем пулсанах хуплаççĕ.

Пушкӑртстанри ҫулсене тата "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект пулӑшнипе тирпейлеççĕ, кӑҫал ун шайӗнче Уфа-Затон трассин ҫурҫӗр объездне йӗркелесе ҫитерӗҫ, Шакша-Базилевка, Жилино-Базилевка, Федоровка-Еликбаево, Уфа-Дема трассисем тата ултӑ пысӑк транспорт сийӗсене юсаса ҫӗнетӗҫ, палӑртнӑ регион правительствинче.

Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-01-23/v-bashkirii-dorozhnye-sluzhby-za-god-otsifrovali-i-ustranili-bolee-100-tysyach-yam-3614472

 

Пушкӑртра ҫулталӑк хушшинче 100 пин ытла шӑтӑка сапланă
Пушкӑртра ҫулталӑк хушшинче 100 пин ытла шӑтӑка сапланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас