Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
27 Кӑрлач 2024, 16:08

Пушкӑртра "Производство лидерӗсене" вӗрентме заявкӑсем йышӑнма пуҫланă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра "Производство лидерӗсене" вӗрентме заявкӑсем йышӑнма пуҫланăПушкӑртра "Производство лидерӗсене" вӗрентме заявкӑсем йышӑнма пуҫланă
Пушкӑртра "Производство лидерӗсене" вӗрентме заявкӑсем йышӑнма пуҫланă

#наци проекчĕ
Республикӑри предприятисен "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" нацпроекта хутшӑнакансен ертӳҫисем "Производство лидерӗсем" управлени кадрӗсене хатӗрлемелли программа хутшăнма заявка пама пултараҫҫӗ, - пӗлтернӗ ПР Экономика аталанӑвӗн министерствинче.

— Программӑн лайӑххи вӑл илнӗ пӗлӳпе практикӑра усӑ курмалли фокус шутланать. Хутшӑнакансем чӑн проектсемпе ӗҫлеме тата хӑйсен кулленхи ӗҫ-хӗлӗнче илнӗ хӑнӑхусемпе усӑ курма пултараҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене хӑйсен предприятийӗсен тухӑҫлӑ ӗҫӗнче хӑйсен вӗрентӗвӗн результачӗсене тӳрех курма май парать. Пӗлтӗр республикӑн 14 представителӗ ҫак программӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, - комментари панă ведомство ертӳҫин заместителӗ Айрат Фахретдинов.

"Производство лидерӗсем" вӗренӳ программи — "Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ" наци проекчӗн шайӗнче бизнеса пулӑшу памалли тытӑмлӑ мерӑсенчен пӗри. Унта пурӗ промышленноҫ, ялхуҫалӑх, суту-илӳ, ҫавӑн пекех транспорт тата строительство отраслӗсенчи предприятисен аслӑ тата вӑтам сыпăк ертӳҫисене 10 пин ертÿçĕ хатӗрлеҫҫӗ.


Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Экономика аталанӑвӗн министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-01-25/v-bashkirii-nachali-prinimat-zayavki-na-obuchenie-liderov-proizvoditelnosti-3617780

 

 

 

Пушкӑртра "Производство лидерӗсене" вӗрентме заявкӑсем йышӑнма пуҫланă
Пушкӑртра "Производство лидерӗсене" вӗрентме заявкӑсем йышӑнма пуҫланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас