#наци проекчĕ
Кун пирки Пушкӑртстан Республикинчи тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен тата конгресс ӗҫ-хӗлӗн министрӗ Маргарита Болычева каласа панӑ.
"Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗн шайĕнче пурнӑҫланине пула Пушкӑртстанпа ОАЭ пӗр-пӗрин хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ 7,6 хут ӳснӗ.
Тулаш экономика ведомствин ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи январь-сентябрьте экспорт никӗсӗ минераллӑ продуктсем, шӑпах минераллӑ топливо, нефть тата вӗсен перегонкисен продукцийӗсем, битуминозлӑ япаласемпе минераллӑ ӑвӑссем, ытти таварсем, хими промышленноҫӗн продукцийӗ т. ыт. те туса хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех Маргарита Болычева пушкӑрт ял хуҫалӑх продукцийӗпе АПК продукцийӗсене, тĕпрен илсен, тулӑ, ҫу, хӗвелҫаврӑнӑш, сафлор е ҫӗрмамӑк ҫӑвӗ, ҫавӑн пекех машинӑсем тӑвакан продукцие, уйрӑммӑн илсен турбореактивлӑ тата турбовинт двигателӗсене, газ турбинисене, шӗвек насуссемпе шӗвексен подъемникӗсене тӑратнӑ пайри ОАЭ хушшинче тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшне ӳстермелли малашлӑха палӑртнă.