#наци проекчĕ
Пушкăртстанри Иглин районӗнчи Охлебинино ялӗнче ҫӗнӗ амбулатори уҫӑлнӑ. Медицина учрежденийӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче йӗркеленнӗ.
Ял медпункчӗн ӗҫӗ ҫинчен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Айрат Рахматуллин каласа панӑ. Медпунктӑн пӳлӗмӗпе оборудованийӗ пӗтӗм стандартсемпе санитари нормисене тивӗҫтерет. Кабинетсене ӑшӑтнӑ, шыв кӗртнӗ, ҫавӑн пекех медиксемпе пациентсемшӗн вӗрипе сивӗ шыв пур. Айрат Рахматуллин ҫынсене вакцинаципе диспансеризаци ирттерме мӗнпур условисем туса панине палӑртнӑ.
Охлебининора медицина пулӑшӑвӗ 14 ялти 3 пин ҫынна яхӑн, ҫав шутра 330 ача, илсе тӑрӗҫ.
"Ҫулсеренех эпир чи инҫетри халӑх пурӑнакан вырӑнсенче вуншар модульлӗ конструкци тӑватпӑр. Кӑҫал 54 модульлӗ ФАП тата пилӗк амбулатори тӑвӑпӑр", - тенӗ Айрат Рахматуллин.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР сывлӑх сыхлав министрӗн Айрат Рахматуллинăн телеграм-каналӗ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-01-31/novaya-ambulatoriya-v-odnom-iz-syol-bashkirii-gotova-prinyat-3-tysyachi-patsientov-3624097