Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
5 Нарӑсӑн 2024, 05:13

Пушкӑрт 1500 тонна ытла гранулланă кӑшман жомне Китая ӑсатнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт 1500 тонна ытла гранулланă кӑшман жомне Китая ӑсатнӑПушкӑрт 1500 тонна ытла гранулланă кӑшман жомне Китая ӑсатнӑ
Пушкӑрт 1500 тонна ытла гранулланă кӑшман жомне Китая ӑсатнӑ

#наци проекчĕ

Кӑҫал 1551 тонна гранулланă кӑшман жомĕн пӗрремӗш партийӗ Китай Халӑх Республикине экспорта кайнӑ. Сахӑр кӑшманне тирпейлемелли продукцие Чишмари сахӑр завочӗ хатӗрленӗ.

ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама Пушкӑртстанра чикӗсемшӗн агропромышленноҫ комплексӗн продукцине тӑратассине ӳстерес енӗпе "АПК продукцийӗн экспорчӗ" регион проекчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.

ПР Россельхознадзор Управленийӗн специалисчӗсем гранулланă кӑшман жомĕ тултарнӑ 61 чугун ҫул вагонне пӑхса тухнӑ, вӑл карантинри продукци шутланать. Ӑнлантарас пулать, кӑшман жомĕ — сахӑр кӑшманне тирпейлемелли продуктран тунӑ чӑн-чӑн апат. Кун пек апатпа ялхуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗхне ӳстерме специализациленӗ хуҫалӑхсенче час-часах усӑ кураҫҫӗ.

Сăнӳкерчӗкӗ: agriculture.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-02-02/bashkiriya-otpravila-bolee-1500-tonn-granulirovanogo-sveklovichnogo-zhoma-v-kitay-3627891

 

 

Пушкӑрт 1500 тонна ытла гранулланă кӑшман жомне Китая ӑсатнӑ
Пушкӑрт 1500 тонна ытла гранулланă кӑшман жомне Китая ӑсатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас