Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
5 Нарӑсӑн 2024, 05:03

Пушкӑртри Татышлă районĕнчи тĕп больница çĕнĕ ИВЛ аппарат нацпроект шайӗнче илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Татышлă районĕнчи тĕп больница çĕнĕ ИВЛ аппарат нацпроект шайӗнче илнӗПушкӑртри Татышлă районĕнчи тĕп больница çĕнĕ ИВЛ аппарат нацпроект шайӗнче илнӗ
Пушкӑртри Татышлă районĕнчи тĕп больница çĕнĕ ИВЛ аппарат нацпроект шайӗнче илнӗ

#наци проекчĕ

ПР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Тури Татышлинчи тӗп больници искусствӑлла вентиляци тумалли ҫӗнӗ аппарат "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилени" регион программине пула туянма пултарнă.

Регион ведомствин специалисчӗсем ҫак ку чухнехи техникӑн тӗп пахалӑхӗ — пациент нушисене чи пысӑк адаптацилени, вӑл пулӑшнипе специалист çитĕннĕ ҫынна ҫеҫ мар, ачана та ҫӑмӑл вентиляци ирттерме пултарнине ӑнлантарнӑ. Уйрӑммӑнах ҫак оборудовани, чирлӗ ҫын мӗнле тӑнине кура, вентиляцин параметрӗсене хӑй тӗллӗнех улӑштарма, ҫавӑн пекех автономлӑ режимра ӗҫлеме пултарни хаклӑ. Тата ИВЛ аппарата усӑ курма меллӗ пултӑр тесе цифра параметрӗсене тата графиксене хальхи вӑхӑтри режимра палӑртакан сенсор дисплейӗпе пуянлатнӑ.

Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-01-26/v-bashkirii-tatyshlinskaya-tsrb-poluchila-v-ramkah-natsproekta-novyy-ivl-apparat-3618447

 

 

Пушкӑртри Татышлă районĕнчи тĕп больница çĕнĕ ИВЛ аппарат нацпроект шайӗнче илнӗ
Пушкӑртри Татышлă районĕнчи тĕп больница çĕнĕ ИВЛ аппарат нацпроект шайӗнче илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас