Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
6 Нарӑсӑн 2024, 06:10

Белорецк районӗнче икӗ ФАП уҫнӑ

#наци проекчĕ

Белорецк районӗнче икӗ ФАП уҫнӑБелорецк районӗнче икӗ ФАП уҫнӑ
Белорецк районӗнче икӗ ФАП уҫнӑ

#наци проекчĕ

"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула Пушкӑртстанри Белорецк районӗнче модульлӗ икӗ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ (ФАП) ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ.

Пӗрремӗш ФАП Кузгун-Ахмерово ялӗнче. Вӑл 200 ытла пациента пӑхӗ. Иккӗмӗш модульлĕ ФАПа Уткалево ялĕнче уçăлнă. Ун ҫумне 300 ытла ҫын ҫирӗплетнӗ, çав шутра 109 ача.

Кашни ФАПра фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура, пациентсем валли, персонал валли пӳлӗмсем, санузелсем, медикаментсене упрамалли тата инвентарьсене тирпейлемелли вырӑн йӗркеленӗ.

Аса илтеретпӗр, "РФ сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" федераци проекчӗ 2022 ҫултанпа "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ — пурӑнмалли вырӑнпа, вӗренӳ е ӗҫ вырӑнӗпе юнашар медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси, халӑхӑн мӗнпур ушкӑнне кирлӗ пулнипе. Нацпроектсем Раҫҫей президенчӗн йышӑнӑвӗпе 2019 ҫултанпа пурнӑҫланаҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" архивӗнчен.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-02-06/v-beloretskom-rayone-bashkirii-otkryli-dva-fapa-3631462

 

Белорецк районӗнче икӗ ФАП уҫнӑ
Белорецк районӗнче икӗ ФАП уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас