#наци проекчĕ
Тӑватӑ ҫул тăршшĕнче Пушкӑртстанри "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалӑх программин калӑпӑшӗ 7,6 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, пӗлтернӗ ПР Ял хуҫалӑх министерствинче.
"Тӑватӑ ҫул тăршшĕнче 496 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма субсиди илнӗ тата 41,7 пин ытла тăв.м ҫурт-йӗр тунӑ е туяннӑ. 125 ҫемье валли тара илекен договор тӑрӑх уйӑрса паракан ҫуртсем туса лартнӑ. Тӑватӑ фельдшерпа акушер пункчӗ йĕркеленнĕ. Ҫавӑн пекех ял ҫӗрӗнче программа шайӗнче 23,8 ҫухрӑм ҫул хывнӑ, 101,6 ҫухрӑм газопровод тата 120,1 ҫухрӑм ытла водопровод хывнӑ. "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" программӑна пурнӑҫланӑ май регион ялĕсенче пурӑнмашкӑн хӑтлӑрах та хӑтлӑрах пулса пырать", — палӑртнӑ вице-премьер, ял хуҫалӑх министрӗ Ильшат Фазрахманов.
"Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" программа шайĕнче хӑтлӑх кӗртес енӗпе 192 проекта, ҫав шутра 11 ача площадкине, вунă спорт площадкине, сакăр кану паркне тата скверсене, урамри ҫутату 13 объектне, коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли 2011 площадкӑна пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑлкуҫӗсене, пуçне хунă ҫар ҫыннисен палӑкӗсене туса лартнӑ, административлӑ ҫуртсен фасачĕсене йӗркеленӗ, урампа ҫул-йӗр сечӗсене юсанӑ.
"Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалăх программи Раҫҫейре 2020 ҫултанпа пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.