#наци проекчĕ
Раҫҫей Президенчӗн посчӗ валли уйӑрнӑ кандидатӑн Владимир Владимирович Путинӑн регионти суйлав штабӗнче Раҫҫейпе Пушкӑртстанри сывлӑх сыхлав облаҫӗнчи ҫитӗнӳсене халалланӑ "Раҫҫейпе мăнаçланатпӑр" тӗлпулусен шайӗнче мотивациллӗ тӗлпулу пулнă.
Тӗлпулура трансплантологи енӗпе Раҫҫей ҫитӗнӗвӗсене, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене сиплес центрĕсене уҫассине, центрсене ҫӗнетессине сӳтсе явнӑ.
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пула медицина учрежденийӗсем ҫӗршер компьютер томографӗсемпе, эндоскоп техникипе пуянланнӑ. Чи уйрӑм мерӑсенчен пӗри - Раҫҫейре диспансеризаци ирттересси, вӑл чирсене вӑхӑтра тупса палӑртма тата сирсе яма май парать.