#наци проекчĕ
Шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пӗрремӗш класран пуҫласа тӑххӑрмӗш класс таран хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Экологие хутшӑнакансем тавралӑха сыхлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравсем илӗҫ.
Ӑс-хакӑл ӑмӑртӑвӗ онлайн-форматра вӑйӑ заданийӗсемпе иртет. Ачасенчен уйрӑм пӗлӳ кирлӗ мар, палӑртаҫҫӗ организаторсем.
Олимпиадӑна хутшӑнас тесен учи.ру. сайтра регистрациленмелле. Задание пурнӑҫлакансем наградӑсем, грамотӑсем, дипломсем илӗҫ.
Олимпиада Раҫҫейри "Экологи" нацпроект тата Раççей Çутçанталăк министерстви пулӑшнипе иртет.