Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
15 Нарӑсӑн , 10:18

2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра авариллĕ тесе йышăннă ҫурт-йӗртен 9 пине яхӑн ҫынна куçарнă

#наци проекчӗ

2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра авариллĕ тесе йышăннă ҫурт-йӗртен 9 пине яхӑн ҫынна куçарнă
2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра авариллĕ тесе йышăннă ҫурт-йӗртен 9 пине яхӑн ҫынна куçарнă

#наци проекчӗ
2019 ҫултанпа Пушкӑртстан Республикинче "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчӗ шайӗнче авариллĕ тесе йышăннă ҫуртсенчен 8,8 пин ҫынна куçарнă, ку проектӑн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗнчен 81 процент нумайрах.
Пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси темиҫе енӗпе пурнӑҫланнӑ. Сӑмахран, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен авариллĕ тесе йышӑннӑ фондăн 2019-2023 ҫулсенче палӑртнӑ плана республика Адрес программипе пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне муниципалитет программисен шучӗпе ӗҫе ирттернӗ.

Пӗтӗмпе республика территорийӗнче "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра, ҫав шутра регион укҫи-тенки шучӗпе, авариллĕ тесе йышăннă ҫурт-йӗртен 9 пин ҫынна яхӑн 111 пин тӑваткал метр ытла лаптӑк кил-çурта куçарнă. Пушкӑртстанра пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатмалли тепӗр тапхӑра йӗркелеме 580 ҫуртран пӗтӗмӗшле 230 пин тӑваткал метр реестр йӗркеленӗ, вӗсем 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен авариллĕ тесе йышӑннӑ. Унта 15 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Хатӗрленӗ документа Раҫҫей Строительство министерствине янӑ. Авариллĕ тесе йышăннă ҫурт-йӗртен 2024 ҫулта та çынсене куçараççĕ.

Пушкӑрт Республикинчи Строительствӑпа архитектура министерстви.
https://svetput.ru/news/natsionalnye-proekty/2024-02-14/s-2019-goda-v-bashkortostane-iz-avariynogo-zhilya-rasselili-pochti-9-tysyach-chelovek-3642635

 

2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра авариллĕ тесе йышăннă ҫурт-йӗртен 9 пине яхӑн ҫынна куçарнă
2019 ҫултанпа Пушкӑртстанра авариллĕ тесе йышăннă ҫурт-йӗртен 9 пине яхӑн ҫынна куçарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: