Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Наци проекчĕсем
19 Нарӑсӑн 2024, 05:48

Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстан ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тӗнчери ултӑ ҫӗршыва пиломатериал экспортланӑ

#наци проекчĕ

Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстан ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тӗнчери ултӑ ҫӗршыва пиломатериал экспортланӑНацпроект шайӗнче Пушкӑртстан ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тӗнчери ултӑ ҫӗршыва пиломатериал экспортланӑ
Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстан ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тӗнчери ултӑ ҫӗршыва пиломатериал экспортланӑ

#наци проекчĕ

Юлашки ҫулсенче Пушкӑртстан пиломатериал экспортне самаях ӳстернĕ.

Россельхознадзор управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи январьте Пушкӑрт ҫӗрӗнчен 4200 кубометр Таможня союзӗн тата Совет Союзӗн республики пулнӑ çӗршывсене пиломатериал экспортланӑ. Надзор ведомствинче продукцие пӗтӗмпе Азербайджан, Грузи, Казахстан, Киргизи, Туркмени тата Узбекистан пек ҫӗршывсене ӑсатнине ӑнлантарса панӑ.

Уйрӑмах ҫакна палӑртмалла: пушкӑрт йывӑҫне тирпейлемелли продукци тӗслӗхӗсем Пушкӑрт сӑнав лабораторийӗнче кирлӗ экспертизӑсем иртнӗ. Специалистсем карантинти хӑрушӑ организмсене тӗпчесе пӗлнипе пур япаласем те ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсемпе килӗшӳллӗн пулнине ҫирӗплетнӗ.

Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ 2030 ҫул тӗлне чĕртавар маар тата энергетика маар таварсен чӑн ӳсӗмне 2020 ҫулхипе танлаштарсан, 70 процентран кая мар ӳстересси шутланать. Наци проекчӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йышӑннипе 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Россельхознадзор управленийӗн пресс-службин архивӗнчен.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-02-16/bashkiriya-v-ramkah-natsproekta-s-nachala-novogo-goda-eksportirovala-pilomaterialy-v-shest-stran-mira-3646437

 

 

 

Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстан ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тӗнчери ултӑ ҫӗршыва пиломатериал экспортланӑ
Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстан ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тӗнчери ултӑ ҫӗршыва пиломатериал экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас