#наци проекчĕ
Ытларикун Пушкӑртстанри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче ача-пӑчаллă хӗрарӑмсемпе психологсемпе, мастер-классемпе, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем иртӗҫ.
Ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова "Анне пултарать" проектӑн тӗллевӗ — ӑна хутшӑнакансене професси енĕпе пурнӑҫлама пулӑшасси пулнине палӑртнă. Ведомство ертӳҫи "Демографи" наци проекчӗн шайӗнче хӗрарӑмсемпе шкулчченхи ÿсĕмри ачасен амӑшӗсем те вӗренме пултарнине аса илтернӗ.
– Аннен, уйрӑмах нумай ачаллӑ е пӗччен ачине воспитани паракан, ӗҫ тӗлӗшпе шиклӗхпе шанӑҫсӑрлӑх пур, — палӑртнă Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Республика центрӗн директорӗ Ридан Ахьямов. — Эпир ӑнӑҫлӑ хӗрарӑмсене лекцисемпе явӑҫтарма планлатпӑр.
Пӗлтӗр 18 ҫула ҫитичченхи ачаллӑ 9 пин хӗрарӑм проекта пула ӗҫ тупма е хӑйсен ӗҫне уҫма пултарнӑ. Кӑҫал çулталăк пуҫланнăранпа Пушкӑртри ӗҫпе тивĕçтерекен центрӗсем пулӑшнипе 800 ытла анне ĕçе вырнаçнă.