#наци проекчĕ
Универсаллӑ ҫӗнӗ операци сӗтелне хута янӑ ӗнтӗ. Унпа тӗрлӗ профиль операцийӗсем ирттерме палӑртнӑ, хальхи хирурги мӗн хушнипе пуринпе те шайлашса тăрать.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, çак уйрӑм оборудовани "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регион программине пурнӑҫланӑ шайра Верхне-Татышлинчи тӗп больницӑна килнӗ. Программӑн тӗп тӗллевӗ - пурӑнмалли вырӑнпа, вӗренӳ е ӗҫ вырӑнӗпе юнашар медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси, халӑхӑн мӗнпур ушкӑнне мӗн кирлине шута илсе.
Регионти медицина ведомствинче оборудовани пациента хӑтлӑ вырнаҫтарассине тата шанчӑклӑ фиксацие тивӗҫтернине ӑнлантарса панӑ. Аппарата автономиллӗ питанипе тата электричествӑпа гидравлика привочӗсемпе пуянлатнӑ вӗт, ҫакӑ специалистсене вӑрӑм тата айккинчи тайлӑмсене, ҫавӑн пекех вырнаҫтармалли ҫӳллӗшне тикӗссӗн йӗркелеме май парать.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.