#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Абзелил районӗнчи ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекен Китая 1810 тонна апат-ҫимӗҫ пӑрҫине экспортланӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-службинче.
Пӑрҫан пысӑк ушкӑнне КНРа ӑсатассине Пушкăртри Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Карантин таврашӗнчи продукцин 70 пробине пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче энтомологи, гербологи тата микологи экспертизисем ирттернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Пушкӑрт хӑйӗн агропродукцине тӗнчери 44 ҫӗршыва экспортлать. Отраслӗн 59 проценчӗ çу продукцине тивет - ӳсентӑран ҫӑвӗ, шрот, жмых.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.