#наци проекчĕ
2024 ҫул пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Пушкӑртри ҫӑнӑх предприятийӗсем ҫӑнӑх экспортне икӗ хут ытларах ӳстернĕ, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
Надзор ведомстви çулталăк пуҫланнӑранпа 602 тонна тулӑ тата ыраш ҫӑнӑхне, Пушкӑртстан Казахстана, Туркменистанпа Узбекистана экспортланӑскере, пӑхса тухнӑ.
Ҫӑнӑх тӗрӗслевӗсем кирлӗ тӗпчевсем витӗр тухнă. Карантинти хӑрушӑ организмсене лаборатори экспертизисен результачӗсем тӑрӑх тупса палӑртман. Пушкӑрт ҫӑнӑхӗ ҫӗршыв-импортерсем ыйтнипе шайлашса тăрать. Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн территори управленийӗн тӗпчев результачӗсене тӗпе хурса 12 фитосанитари сертификатне йӗркеленӗ.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать, ăна Владимир Путин пуçарнипе ĕçлесе хатĕрленĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-02-21/bashkiriya-vdvoe-uvelichila-eksport-muki-3652970