Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
26 Нарӑсӑн , 09:52

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ çумне хушса памаллисене экспортланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ çумне хушса памаллисене экспортланӑ
Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ çумне хушса памаллисене экспортланӑ


#наци проекчĕ
2024 ҫул пуҫламӑшӗнчен Пушкӑрт сахӑр тата ҫу сутакан предприятисем Китайпа Латвие 33,3 пин тонна ытла ӳсентӑран апатне экспортланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн регионти управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 650 чугун ҫул вагонне апат-ҫимӗҫ çумне хушса памалли тиенӗ.
Ҫапла, Пушкӑрт сахӑр завочӗсем Китая кӑшман жомĕн 276 партине экспортланӑ. Сахӑр кӑшманне тирпейленĕ чухне пулакан пӗтӗмӗшле продукци 7 пин тоннӑпа яхӑн танлашнӑ. Кумертауран маслоэкстракци предприятийӗ Европӑна хӗвелҫаврӑнӑш шрочӗ 25,9 пин тонна таякан 356 партие тиенӗ.

Выльӑх апачӗсене ют ҫӗршывсен контрагенчӗсене тиес умӗн Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче лаборатори тӗпчевӗсем ирттернӗ. Продукци ҫӗршыв-импортерсен фитосанитари требованийӗсене туллин тивӗҫтерет. Выльӑх апачӗн пӗтӗм партине экспорт ветеринари сертификачӗсем панӑ.

Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ 2030 ҫул тӗлне чĕртавар мар тата энергетика мар таварсен чӑн ӳсӗмне 2020 ҫулхипе танлаштарсан, 70 процентран кая мар ӳстересси шутланать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-02-21/bashkiriya-eksportirovala-v-kitay-33-tysyachi-tonn-tsennyh-kormovyh-dobavok-3652348

 

 

 

 

Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ çумне хушса памаллисене экспортланӑ
Пушкӑртстан Китая 33 пин тонна выльӑх апачӗ çумне хушса памаллисене экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: