#наци проекчĕ
Кун пирки социаллӑ сетьсенче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, "Демографи" наци проекчӗ шайӗнче Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче "Именлек" геронтологи центрӗн ҫӗнӗ корпусне тӑвас ӗҫ малалла пырать.
- Кун пек учреждение ҫапла ят пани, ваттисен ҫурчӗ кӑна мар ку, - палӑртнă Радий Хабиров. - Ку чӑнах та хӑтлӑ, ăшă пансионат пирӗн ватӑ ҫынсемшӗн.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурт проектне медицина блокне, хӗллехи сада, ҫуллахи верандӑна, бассейна тата ыттине те кĕртнĕ. Радий Хабиров ватлӑха хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе юнашар кӗтсе илме пурин те май ҫуккине палӑртнӑ.
- Пирӗн тивӗҫ – вӗсемшӗн лайӑх, тивӗҫлӗ условисем йӗркелесси, - тенӗ регион ертӳҫи.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2024-02-29/v-ufe-prodolzhaetsya-stroitelstvo-gerontologicheskogo-tsentra-imenlek-3662092