Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
2 Мартӑн 2024, 03:57

Путин ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ нацпроектсене хута яма хушнă

#наци проекчĕ

Путин ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ нацпроектсене хута яма хушнăПутин ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ нацпроектсене хута яма хушнă
Путин ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ нацпроектсене хута яма хушнă

#наци проекчĕ
Владимир Путин Федераци Пухӑвне янă çырăва вуланă вӑхӑтра анонсланă ҫӗнӗ наци проекчӗсене 2024 ҫул вӗҫлениччен ҫирӗплетме хушнӑ. Вӗсен хушшинче — "Ҫемье", "Кадрсем", "Экономика даннӑйсем", "Раҫҫей çамрӑкӗсем", ҫавӑн пекех "Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ".
"Ҫулталӑк вӗҫлениччен эпӗ каланӑ наци проекчӗсене пӗр-пӗринпе ҫирӗплетмелле тата йӗркелемелле", - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ.
Владимир Путин палӑртнӑ тӑрӑх, ку уйрӑм ведомствӑсен проекчӗсем мар. Вӗсен пӗтӗмӗшле системӑллӑ тӗллевсем валли, аталанӑвӑн наци тӗллевӗсене пурнӑҫлама ӗҫлемелле.
"Ҫакӑнпа пӗрлех Пӗтӗм Раҫҫей халӑх фрончӗ тата влаҫ шайӗнчи задачӑсене пурнӑҫланине малалла та тӗрӗслеме ыйтатӑп. Ҫакна палӑртас тетӗп: пирӗн программӑсен тӗп результатне тоннӑсемпе, километрсемпе тата тӑкакланӑ укҫа суммипе виҫмеҫҫӗ. Чи кирли - ҫынсем хаклани. Вӗсен пурнӑҫӗ лайӑхланнӑҫемӗн улшӑнса пыни", - вӗҫленӗ Раҫҫей президенчӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-02-29/putin-poruchil-zapustit-do-kontsa-goda-vse-novye-natsproekty-3663787

 

 

Путин ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ нацпроектсене хута яма хушнă
Путин ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗ нацпроектсене хута яма хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас