Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
4 Мартӑн 2024, 06:36

Пушкӑрт шкул ачисем финанс грамотипе олимпиадине хутшӑнӗҫ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт шкул ачисем финанс грамотипе олимпиадине хутшӑнӗҫПушкӑрт шкул ачисем финанс грамотипе олимпиадине хутшӑнӗҫ
Пушкӑрт шкул ачисем финанс грамотипе олимпиадине хутшӑнӗҫ

#наци проекчĕ

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшӗччен Раҫҫейре 1-9 классенче вӗренекенсем валли финанс хутлӑхӗпе предприниматель енӗпе Пӗтӗм Раҫҫей олимпиади иртӗ. Вӑл Учи.ру. вӗренӳ платформи ҫинче дистанциллӗ форматпа иртет.

Шкул ачисем кӗсье укҫи-тенкипе мӗн тери ӑслӑ хуҫаланасси, туянмалли плансем тӑвасси, мошенниксене уйӑрса илесси, ҫавӑн пекех предпринимательсен ролӗнче хӑйсене мӗнле тыткаласси ҫинчен ыйтусене хуравлӗҫ. Заданисене пурнӑҫлама пӗр сехет уйӑраҫҫӗ.

Олимпиадӑна хутшӑнма сайтра регистрациленмелле е Учи.ру. платформине логинпа тата парольпе кӗмелле. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх унта хутшӑнакансем хӑйсен кабинечӗсенче вырнаҫакан дипломсене, сертификатсемпе грамотӑсем илӗҫ.

Мероприятие Раҫҫей банкĕ, Раҫҫей Финанс министерстви, Раҫҫей экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх" наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-01/v-bashkirii-shkolniki-primut-uchastie-v-olimpiade-po-fingramotnosti-3664583

 

Пушкӑрт шкул ачисем финанс грамотипе олимпиадине хутшӑнӗҫ
Пушкӑрт шкул ачисем финанс грамотипе олимпиадине хутшӑнӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас