Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
5 Мартӑн , 10:26

Пилӗк ҫӗнӗ нацпроектран тӑваттӑшӗ 2025 ҫулта стартлаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пилӗк ҫӗнӗ нацпроектран тӑваттӑшӗ 2025 ҫулта стартлаҫҫӗ
Пилӗк ҫӗнӗ нацпроектран тӑваттӑшӗ 2025 ҫулта стартлаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Февралӗн 29-мӗшӗнче Владимир Путин тунӑ ҫӗнӗ наци проекчӗсенчен тӑваттӑшӗ 2025 ҫулта стартлаҫҫӗ. Кун пирки РФ вице-премьерӗ Татьяна Голикован заявленине тĕпе хурса ТАСС пĕлтерет.

Ҫав хушӑрах "Раҫҫей çамрӑкӗсем" нацпроекта кӑҫалах хута яма палӑртаҫҫӗ.

 "2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пурне те [кӗртме] планлатпӑр, «Раҫҫей çамрӑкӗсем» наци проекчӗсĕр пуçне, ăна кăçал ярасшăн", - тенӗ Голикова «Россия» курав-форумăн площадкинче.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, "Раҫҫей çамрӑкӗсем" нацпроект ҫамрӑксен политикин аталанӑвӗн ҫӗнӗ стратегине хута ямалли механизм пулать, вӑл халӗ хатӗр. Вице-премьер "Раҫҫей çамрӑкӗсем" проекта 2024 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче хута ярӗҫ, тесе ҫирӗплетнӗ.

"Халӗ пурнӑҫланакан наци проекчӗсем пурте мӗнле сферӑра пулни кирлех мар, вӗсем президент 2025 ҫултан пӗлтернӗ ҫӗнӗ приоритетсем майлӑ тӑрӑшӗҫ", — тесе палӑртнӑ вӑл.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-04/chetyre-iz-pyati-novyh-natsproektov-startuyut-v-2025-godu-3668543

 

Пилӗк ҫӗнӗ нацпроектран тӑваттӑшӗ 2025 ҫулта стартлаҫҫӗ
Пилӗк ҫӗнӗ нацпроектран тӑваттӑшӗ 2025 ҫулта стартлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: