Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
15 Мартӑн , 09:52

Пушкӑртстана пилĕк ҫул хушшинче наци проекчӗпе 10 пин ытла медоборудовани единици килнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстана пилĕк ҫул хушшинче наци проекчӗпе 10 пин ытла медоборудовани единици килнӗ
Пушкӑртстана пилĕк ҫул хушшинче наци проекчӗпе 10 пин ытла медоборудовани единици килнӗ

#наци проекчĕ
Кун ҫинчен республика Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернĕ.
2019 ҫултанпа Пушкӑртра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне активлӑ пурнӑҫлаççĕ. Сӑмахран, пилĕк ҫул хушшинче республикӑна 10 пин ытла медоборудовани единици килнӗ, сакăр поликлиника, 37 тӗп фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ, пĕр районти больница тата ял врачӗсен икӗ амбулаторийӗ йӗркеленнӗ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстанри ялсенче хӑвӑрт тăвăнакан модульлӗ конструкцисем пулӑшнипе ялти сывлӑх сыхлавӗн 353 объектне тунă.
Пушкӑртстан сывлӑх сыхлав министрӗ Айрат Рахматуллин палӑртнӑ тӑрӑх, ведомствӑн тӗп тӗллевӗ - пӗтӗмӗшле халăх тата ача вилӗмне чакарасси.
- 2023 ҫулта республикӑри пурнӑҫӑн кӗтекен тӑршшӗ 73,2 ҫула историлле максимума ҫитнӗ, ҫавӑн пекех ача вилӗмӗн кӑтартӑвӗсем чылай чакнӑ, - палӑртнă республика Сывлӑх сыхлав министерствин ертӳҫи.
https://mgazeta.com/news/natsproekty/2024-03-12/v-bashkortostan-za-5-let-po-natsproektu-postupilo-bolee-10-tysyach-edinits-medoborudovaniya-3677726

 

 

Пушкӑртстана пилĕк ҫул хушшинче наци проекчӗпе 10 пин ытла медоборудовани единици килнӗ
Пушкӑртстана пилĕк ҫул хушшинче наци проекчӗпе 10 пин ытла медоборудовани единици килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: