Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Мартӑн , 10:27

Мобильлĕ ФАП Пурлăкара пурӑнакансем патне ҫитнӗ

#наци проекчĕ

Мобильлĕ ФАП Пурлăкара пурӑнакансем патне ҫитнӗ
Мобильлĕ ФАП Пурлăкара пурӑнакансем патне ҫитнӗ

#наци проекчĕ
Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗ ФАПсем ҫук районти инҫетри ялсене тухса ҫӳрет. Мартӑн 14-мӗшӗнче мобильлĕ ФАП Пурлăка ялне ҫитнӗ.
Ҫак ялта 30 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 18 ҫын - ӗҫлеме пултаракан ҫулсенчен аслӑрах тата тăватă ача 0-14 ҫулсенчи. Пăслăкри фельдшерпа акушер пункчӗн фельдшерĕ Татьяна Георгиевна Кириллова ял ҫыннисене специалистсем килесси ҫинчен маларах пӗлтернӗ, пациентсен диспансеризаци тата диспансер сӑнавне ирттерме тивӗҫлӗ списокӗсене хатӗрленӗ. Тухса ҫӳремелли бригада фельдшерпа участокри медицина сестрин йышӗнче 16 ҫынна пӑхса тухнӑ. Пациентсене пурне те теветкеллӗх факторӗсене тӳрлетӳсем кӗртме рекомендацисем панӑ.
Пуçламăш медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑхне, пахалӑхне тата хӑтлӑхне ӳстересси, ҫав шутра халӑх сахал пурӑнакан тата тума май ҫук районсенче — "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тĕп больницан социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/feed?w=wall-212710208_391

 

 

 

Мобильлĕ ФАП Пурлăкара пурӑнакансем патне ҫитнӗ
Мобильлĕ ФАП Пурлăкара пурӑнакансем патне ҫитнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: