Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
20 Мартӑн , 10:04

Пушкӑртстан Афганистана 2024 ҫулта пӗрремӗш парти пиломатериал экспортланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстан Афганистана 2024 ҫулта пӗрремӗш парти пиломатериал экспортланӑ
Пушкӑртстан Афганистана 2024 ҫулта пӗрремӗш парти пиломатериал экспортланӑ

#наци проекчĕ

ПР Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт Афганистана кӑҫал пӗрремӗш парти пиломатериал экспортланӑ.

Афганистана Белорецк районӗнчи лӑсӑллӑ йывӑҫсенчен 240 кубометр ытла пиломатериал тиенӗ.

"Карантин продукцийӗн суйласа илнӗ тӗрӗслевӗсем Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче лаборатори экспертизи витӗр тухнӑ. Энтомологи экспертизисен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх карантинри сиенлӗ организмсем тӗпчев тунӑ изделисен тӗслӗхӗсенче палӑртман", — палӑртнӑ надзор ведомствинче.

Фитосанитари сертификачӗсене йӗркеленӗ, продукцие тиесе янă.

Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тĕллевĕн шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ 2030 ҫул тӗлне чĕртавар мар энергетика мар таварсен чӑн ӳсӗмне 2020 ҫулхипе танлаштарсан, 70 процентран кая мар ӳстересси шутланать.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-19/bashkiriya-eksportirovala-v-afganistan-pervuyu-v-2024-godu-partiyu-pilomaterialov-3691790

 

 

Пушкӑртстан Афганистана 2024 ҫулта пӗрремӗш парти пиломатериал экспортланӑ
Пушкӑртстан Афганистана 2024 ҫулта пӗрремӗш парти пиломатериал экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: