Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
25 Мартӑн , 09:45

Пушкӑртри ял шкулĕ валли спорт оборудованийӗ туянаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри ял шкулĕ валли спорт оборудованийӗ туянаҫҫӗ
Пушкӑртри ял шкулĕ валли спорт оборудованийӗ туянаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Чишма районӗнчи Кляшево ялĕнчи Мустай Карим ячĕллĕ шкул валли çӗнӗ спорт хатӗрӗсемпе оборудованине "Вӗренӳ" нацпроект шайĕнче туянаҫҫӗ. Кун пирки Чишма район администрацийӗнче пӗлтернӗ.

"Хальхи вӑхӑтра пысӑк технологисемпе компьютеризаци обществинче хускану ӗҫӗ-хӗлӗ ҫитменни пысӑк проблема пулса тăрать. Ҫакӑ ачасемпе ҫамрӑксен сывлӑхне пӑсать. Пирӗн ҫамрӑксене, вӗренекенсене спортпа туслаштарас тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырас тӗллевпе вӗсем валли хӑтлӑ условисем йӗркелеме тӑрӑшмалла", — палӑртнă Чишма вӗренӳ управленийӗн физкультурӑпа спорт енӗпе ертсе пыракан специалист Тимур Ситдиков.

Туяну процедури пуҫланнă, оборудование шкулта ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче вырнаҫтарма тытӑнаҫҫӗ. Турник, турник-мӑлатук, каштасем лутра, рукоход, рукоход-ҫӗленсем, пӑрӑссем, швед стени, гимнастика саккисем, тӗревлӗ саксем-пресс тума палӑртнӑ. Ҫӗнӗ залра тата спорт ӑмӑртӑвӗсем, физкультурӑпа сывлӑх тата спортпа йӑпану мероприятийӗсем иртӗҫ.

Аса илтеретпӗр, "Вӗренӳ" нацпроекта Раҫҫейри пур ачасемпе ҫамрӑксен те вӑй-хӑватне май килнӗ таран уҫма майсем пултӑр тесе условисем йӗркелеме палӑртнӑ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-03-22/dlya-selskoy-shkoly-bashkirii-zakupyat-sportivnoe-oborudovanie-3695346

 

 

Пушкӑртри ял шкулĕ валли спорт оборудованийӗ туянаҫҫӗ
Пушкӑртри ял шкулĕ валли спорт оборудованийӗ туянаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: